Главная | Регистрация | Вход | RSS

Пятница, 03.05.2024, 09:30


Директор школы
Казакова Эльвира Петровна,
кандидат филологических наук, доцент

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Тăван чĕлхе - таса çăл куçĕ

29.04.2011ç. Паян – Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Шкулта «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» урок-калаçу ирттерчĕç, Чăваш Республикин Патшалăх гимнне итлерĕç.

25.04.2011ç. Паян – Чăваш чĕлхи кунĕ. Шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем 1-9 класра вĕренекенсемпе «Тăван чĕлхе –таса çăл куçĕ» урок-лекцисем ирттерчĕç, «Г.Н.Волков – паллă этнопедагог» презентаци кăтартрĕç. Рожкова А.И. ертсе пынипе 5А класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче иртнĕ митинга хутшăнчĕç.

23.04.2011ç. Кайран пирĕн патра хăнара паллă ача-пăча çыравçи Лидия Михайловна Иванова - Сарине пулчĕ. Вăл пире хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ачасем Лидия Михайловнан сăввисене вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Ачасене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă юлчĕç. Тĕл пулу çавра сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса вĕçленчĕ.

 6А класра «Манăн юратнă Чăваш ен» викторина пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа хăйсем Чăваш Республики çинчен сахал мар пĕлнине, унта пурăннишĕн мухтаннине кăтартса пачĕç.

Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паян виççĕмĕш классем хушшинче «Яковлев калавĕсене кам аванрах пĕлет?» вăйă-урок иртрĕ. Вăйă ачасем чаплă вĕрентекенĕмĕр калавĕсене аван пĕлнине кăтартса пачĕ. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

22.04.2011ç. Чăваш чĕлхи эрнин пиллĕкмĕш кунĕ. Паян шкулта çывхарса килекен Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта 1-6 классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Сцена çинчен чăваш юрри-сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ. Куракансем – вĕренекенсем, ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

21.04.2011ç. Шкулта 2-4 классем хушшинче «Чи маттурри» вăйă иртрĕ. Ачасем 5 станцире пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Пурте хытă тăрăшрĕç. 3Б класс - 4-мĕш, 2А тата 4А классем - 3-мĕш, 2Б класс - 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 3А класс 1-мĕш вырăна тухса «Чи маттурри» ята тивĕçрĕ.

Пурне те ăшшăн саламлатпăр! Малашне татах та хастартарах пулăр! Маттурсем!!!

20.04.2011ç. Паян экскурси кунĕ. Ачасем Чăваш наци, Çеçпĕл Мишши музейĕсенче , «Радуга» курав центрĕнче, Трактор тăвакан заводра пулса курчĕç. Хулари паллă вырăнсенче пулчĕç, унăн илемĕпе киленчĕç. Çак кун ачасен асĕнче чылайлăха юлĕ.

19.04.2011ç. Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паян пирĕн патра хăнара паллă журналист, прозаик, доцент, «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Сергей Лукиянович Павлов-Вэскер тата Сергей Журавлев фотожурналист хăнара пулчĕç,

Тĕл пулăва шкул директорĕ Э.П.Казакова уçрĕ, хăнасемпе паллаштарчĕ. Çак кун тĕлне шкулта С.Л.Павлов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен презентации хатĕрленĕ, «Хÿрине татнă чăх» повеçĕ тăрăх вулав конференцийĕ ирттернĕ. 

Шкул библиотекарĕ прозаикăн кĕнекисен куравĕпе паллаштарчĕ.

Тĕл пулу туслă лару-тăрура иртрĕ.

18.04.2011ç. Паян шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Ирхине шкула килекен ачасене, вĕрентекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне дежурнăйсем чăвашла саламласа тата чăваш юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕç.

5-10 классенче вĕренекенсем 2011çулхи паллă кунсене халалланă стена хаçачĕсем кăларнă, пĕрремĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен, библиотекăра «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи», «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» выставкисене йĕркеленĕ.

Виççĕмĕш урок вăхăтĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсен умĕнче чăвашсен паллă критикĕ Юрий Васильевич Яковлев тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ, унăн малашлăхĕ çинчен калаçрĕ.

Пиллĕкмĕш урок вăхăтĕнче Афанасьева Г.А. 3А класра «И.Я.Яковлев – вĕрентекен» уçă урок ирттерчĕ.

Форма входа
Поиск
Календарь
«  Май 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

"Говорят, под Новый Год..."

Послание Президента России Дмитрия Анатольевича Медведева Федеральному Собранию

Послание Президента Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики «Все для человека и во имя человека»

2011 -
Год коcмонавтики



Управление образования администрации города Чебоксары

Проект по совершенствованию организации питания школьников

Меню столовой

Молодежь за здоровый образ жизни

Внедрение нового учебного курса «Основы религиозных культур и светской этики»

Модернизация системы общего образования

Федеральный проект "Новый взгляд. Сделай правильный выбор - выбери здоровье!"

Реквизиты:

428034, г. Чебоксары
ул. М. Павлова, д. 50/1
тел.: (8352)41-83-65
факс: (8352)41-83-65
e-mail: sch48@yandex.ru


Copyright MyCorp © 2024
Создать бесплатный сайт с uCoz